Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрхăр! Конкурс

 Апрелĕн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче кинофильмсенчен тата спектакльсенчен илнĕ инсценировкăллă юрăсен "Вăхăт машини" фестиваль-конкурсне йĕркелеме палăртнă. Ăна Раççейри наукăпа технологи тата Чăваш Енри Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халаллатпăр.

Фестивале Патăрьелĕнче вырнаçнă мĕн пур формăллă организаци (предприятисен, организацисен, уйрăм предпринимательсем, вĕрентỹ, сывлăх учрежденийĕсен тата ыттисем те) коллективĕсем хутшăнасса шанатпăр.

Инсценировкăллă юрăсем мĕн пур критерисене тивĕçтермелле. Вĕсене кирек хăш кинофильмпа спектакльтен те суйласа илме пулать.

Музыка учителĕсен, музыка ертỹçисен, культура ĕçченĕсен пултарулăхне тỹресем хак памаççĕ. Фестивале пĕчченшерĕн, икшерĕн, виçшерĕн, хорпа, ансамбльпе те хутшăнма юрать.

Заявкăсене апрелĕн 15-мĕшĕччен культурăпа кану центрне çак электронлă адреспа ямалла: veronika-viktoro@maiI.ru.

Юрă суйласа илме централизациленĕ клуб системин сасă режиссерĕ Ф. Абитов тата информаципе методика пайĕн ĕçченĕсем те пулăшаççĕ. Вĕсемпе 6-19-54, 89278502934 номерсемпе çыхăнмалла.

 Конкурса хутшăнакансен суйласа илнĕ номере сцена çинче ăста кăтартма тăрăшмалла. Тумĕ те, хусканăвĕсем те килĕшỹллĕ пулмалла.

 Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Гран-при, лауреат ячĕсене тивĕçеççĕ. Ыттисене дипломсемпе хавхалантарĕç.

 (Йĕркелỹ комитечĕ)

Авангард



06 апреля 2021
11:41
Хроника мероприятий
Поделиться