Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Волонтерсем ватăсене яланах пулăшма хатĕр

ВАТЛĂХ никамшăн та савăнăç мар. Çулсем иртнĕ май сывлăхĕ те хавшать, алă-ури те итлеми пулать... Хĕллехи вăхăтра пушшех кансĕр. Кăçал уйрăмах юр нумай пулни ватăсемшĕн пысăк чăрмав. Çакна шута илсе Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем шыв-шур инкек кăтартасран асăрханса пĕччен пурăнакансен кил-çурт таврашĕнчи юра тасатса панă. Шурсухалсен кăмăлне тупма нумай кирлĕ мар. Арçын ачасемпе хĕр ачасене вĕсем чун-чĕререн тав тунă, вĕренỹре, спортра çитĕнỹ тума, общество пурнăçĕнче хастар пулма ырă суннă.

Авангард



26 марта 2021
10:45
2021 год
Поделиться