Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявра - канăва йĕркелекенсем

Районти культурăпа кану центрĕнче культура сферин ĕçченĕсен професси уявне паллă турĕç. Çав ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламларĕ.

Светлана Алексеевна кĕскен культура ĕçченĕсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Районта юлашки çулсенче çĕнĕ 3 клуб хута янине палăртрĕ. 19 ялта тата районти тĕп библиотекăра юсав ĕçĕсене пурнăçланине пĕлтерчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшỹллĕн шалу енĕпе тĕллевлĕ улшăнусем пулнине каларĕ. Ĕç условийĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе район администрацийĕ сахал мар тимлет. Çавăнпа та С.Чернова культурăра тăрăшакансенчен ĕçре çĕнĕлĕхсем, творчество пурнăçĕнче хастарлăх кĕтнине, наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн тĕллевлĕ мероприятисем пурнăçламаллине çивĕчлетрĕ.

"Ял халăхĕн канăвне тивĕçлĕ йĕркелесе пыма тăрăшмаллах. Пĕр культура çурчĕ те, кану лаптăкĕ те ĕçсĕр ан лартăр. Вĕсен тивĕçтерĕвĕпе кашни çынах усă курма пултартăр. Клубсемпе библиотекăсем чăн-чăнах çамрăк ăрăва аксакалсен ырă йăли-йĕ кине малалла тăсма май паракан культура вучахĕсем пулччăр" , - терĕ.

Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен старости, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн ертỹçи Николай Раськин, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Нина Мазякова, централизациленĕ клуб системин директорĕ Наталия Алексеева, централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова, "Çăкăр" музей директорĕ Валентина Малинина ĕçтешĕсене, ветерансене уяв ячĕпе саламларĕç.

 Тăрăшуллисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕпе, дипломпа чысларĕç.

Уяв концерчĕ пулчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



26 марта 2021
10:50
Хроника мероприятий
Поделиться