Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв-шур инкексĕр ирттĕр

Çанталăк ăшăтнă май малашне çул-йĕр ĕçченĕсем çулсене юсассипе, çĕнĕрен сарассипе ĕçлеме тытăнĕç. Унччен вара строительсем çурхи шыв-шура кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилеме районта виçĕ бригада, çавăн пекех ятарлă 12 техника пур, 1050 тонна хăйăрпа вак чул хатĕрленĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн территорийĕнчи çулсем шыв юхакан 235 пăрăх урлă иртеççĕ, вĕсенчен 95 процентне юртан тата пăртан тасатнă. Ку ĕçе мартăн 29-мĕшĕччен йăлтах вĕçлемелле. Пĕтĕмĕшле 11 кĕпер, вĕсем те хăрушлăх кăлармаççĕ.

 Район шайĕнчи çул-йĕре пăхса тăрассипе 3 подрядчик тăрăшать: И. Рубцова, Л. Манзуркина уйрăм предпринимательсем тата Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ. Ял тăрăхĕсенчи çулсемшĕн 13 подрядчик яваплă. Вĕсем те хăйсене шаннă тивĕçе лайăх пурнăçласа пыраççĕ, хальхи вăхăтра пăрăхсене тасатассипе ĕçлеççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



26 марта 2021
10:48
Хроника
Поделиться