Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Илĕртрĕ йĕлтĕр йĕрĕ

Йĕлтĕрпе чупса нумай хутчен республикăра тата федерацин Атăлçи округĕнче чемпион пулнă В.Маркиданов ячĕпе ăмăрту иртрĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнчи Виталий Иванович ячĕллĕ йĕлтĕр трассинче 6 çултан пуçласа 90 çулчченхи 100 ытла спортсмен старта тăчĕ. 91 çулхи Николай Урмаков та çамрăксенчен юлмарĕ.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, йĕлтĕр чупăвĕн районти федерацийĕн председателĕ Сергей Сафьянов, СССР спорт мастерĕсем Татьяна Маркидановăпа (Горбунова) Николай Николаев, Раççей спорт мастерĕсем Владимирпа Евгений Маркидановсем, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕ Валерий Афанасьев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Василий Бородкин тата ыттисем саламларĕç.

Старта ỹсĕм çулĕсемпе тăчĕç. 1 класа çỹрекен хĕр ачасенчен финиша Аслă Чементи вăтам шкулти Е. Васильева, арçын ачасенчен Д. Матюшкин малтан кĕчĕç. 2-3 классенче вĕренекенсенчен Турханти вăтам шкулти Р. Осиповпа Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Е. Никитина харсăр пулчĕç. 4-5 классенче пĕлỹ пухакан Первомайскинчи вăтам шкулти А. Викторовпа Турханти вăтам шкулти С. Кудрявцевăна çитекенни пулмарĕ. 6-7 классене çỹрекенсенчен Первомайскинчи вăтам шкулти А. Викторовпа Турханти вăтам шкулти А. Осипова малта.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти ачасенчен Аслă Чементи А. Макаровăпа А. Тарасов пĕрремĕш вырăнсенче пулчĕç. Первомайскинчи вăтам шкулти Р. Черновăпа А. Андреев хăйсен дистанцийĕсенче пьедесталăн чи çỹллĕ картлашкине йышăнчĕç.

Хĕрарăмсенчен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе ФСКри В. Осипова, арçынсенчен А. Кузьмин малта.

 50-70 çулсенчен аслăраххисен дистанцийĕсен тупăшăвĕсенче Шăхачри Н. Васильев, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Афанасьев, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьев пĕрремĕш вырăнсенче.

Хĕрарăмсен эстафетинче Маркидановсен командинчи Татьяна, арçынсеннинче Евгений пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç.

Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулсен ячĕпе тăратнă командăсен эстафетинче Аслă Чеменсем, вăтаммисенчен Первомайскисем çĕнтерчĕç.

Ял тăрăхĕсенчи предприятисемпе учрежденисен командисенчен тăратнă ушкăнсенчен Маркидановсем малта пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Маркидановсемпе Базманкинсен çемйисенчен дипломсене, медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

А. КАПИТОНОВА

 

Авангард



16 марта 2021
11:12
Хроника мероприятий
Поделиться