Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Айхи вулавĕсем-2021» сăвă конкурсне пĕтĕмлетрĕҫ

 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 21 – мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ Г.Айхи пурнăҫран уйрăлса кайнăранпа 15 ҫул ҫитет.

Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн хушăвĕпе килĕшӱллĕн районта Геннадий Айхи поэта халалласа  вун пиллĕкмĕш хут «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Кăҫалхи ҫул конкурса дистанци мелĕпе ирттерме тӱр килчĕ пулин те поэзине юратакансем унта хастар  хутшăнчĕҫ. Жюри членĕсем конкурса ҫитнĕ видеоматериалсене пăхса пĕтĕмлетрĕҫ.  Кăçалхи ҫул  районти 16 шкултан  65 вĕренекен хутшăнчĕ конкурса.    

Геннадий Николаевич Айхи - чăваш халăх поэчĕ, 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ.

«Айхи вулавĕсем» конкурс 3-11 - мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ.

Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç:   

  1. «Г.Айхи сăввисене чăвашла тата вырăсла вуласси» номинацире

 3-4 классем хушшинче Г.Айхи ячĕллĕ Çĕньялти тĕп  пĕлÿ паракан шкулта 4-мĕш класра вĕренекен  Мерзлова И. (ертÿçи – Еремеева Вера Петровна), Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Васильева М. йышăнчĕҫ (ертÿçи – Тимошкина Л.Г.);

  5-6-мĕш классем хушшинче  Кивĕ Ахпӱртри  тĕп  пĕлÿ паракан шкулта 6-мĕш класра вĕренекен  Каргина А. (ертÿçи – Табакова М.И.);

 7-8 -мĕш классем хушшинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти  7-мĕш класра вĕренекен  Масяева И. (ертÿçи–Путякова Н.А.) тата Тури Туҫа вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Титова А. (ертӱҫи - Осипова Н.Н.);

9-11 -мĕш классем хушшинче Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти  10-мĕш класра вĕренекен Кошкина К. (ертÿçи – Дмитриева Т.Ф.).

 

  1. «Г.Айхи сăввисене ют чĕлхепе вуласси» номинацире

5-6-мĕш классем хушшинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекен Путякова Ю. йышăнчĕ (ертÿçи – Чабатова З.Р.);

 7-8 классем хушшинче  - Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Иванов А. (ертÿçи – Югаметова Ф.Р.);

  9-11-мĕш классем хушшинче Аслă Чемен  вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Латышева А. (ертÿçи–Кошелева Н.В.).

   Çĕнтерÿçĕсене тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннă вулакансене  Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕҫ.



19 февраля 2021
09:28
Хроника мероприятий
Поделиться