Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Виççĕмĕш куçран" тарса хăтăлаймăн

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче çынсен пурнăçне хăрушсăрлатас, преступлени тăвассине чакарас тĕллевпе çулсеренех видеосăнавсем вырнаçтараççĕ. Патшалăх программипе вырнаçтаракан "виççĕмĕш куçсем" пурте РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн дежурнăй пайĕпе тата районти диспетчер службипе çыхăннă. Район центрĕнче çеç çакнашкал 20 камера ĕçлет. Вĕсем йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене обществăлла вырăнта йĕркене пăсакансене, преступлени тăвакансене тупса палăртма пулăшаççĕ. Усал шухăшлă çын ун тĕлне çаклансан никам та тарса йĕрне çухатаймĕ.

Авангард



09 февраля 2021
09:59
2021 год
Поделиться