"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" шурсухалсемсĕр иртĕ
КОРОНАВИРУСРАН асăрханмалли мĕн пур йĕркене пăхăнса "Раççей йĕлтĕр йĕрне" февралĕн 13-мĕшĕнче 12 сехетре ирттерме палăртнă. Ăна районти ял тăрăхĕсенче, район центрĕнче йĕркелĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. Кăçал 65 çултан аслăрах спортсменсем старта тăмĕç. Çак асăрханулăх коронавирус сарăласран сыхланассипе çыхăннă.
Авангард