Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Урамри йытăсене коронавирус та хăратаймасть..."

"Авангард" хаçатăн январĕн 22-мĕшĕнче тухнă номерĕнчи "Ахрăм" ярăмра çак ятпа иформаци пичетленнĕччĕ. Автор хыпарсен колонкинче вулакансен ыйтăвне шута илсе урамсенче çапкаланса çỹрекен йытăсем йышланни, çавна май вĕсем иртен-çỹреншĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратни пирки çырнă. Акă, мĕн пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов ку тĕлĕшпе хуçасăр йытăсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçе мĕнле йĕркеленĕ пирки:

- Урамра çỹрекен хуçасăр йытăсем çынсемшĕн чăннипех те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çак ыйту унчченхи пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тимлĕхĕнче. 2018 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчи "Об ответстственном обращении с животными и о внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации", 2019 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнчи "Об утверждении методических указаний по осуществлению деятельности по обращению с животными без владельцев" федераллă, Чăваш Республикин "О Кабинете Министров Чувашской Республики" тата "О наделении органов местного самоуправления в Чувашской Республике отдельными государственными полномочиями" саккунĕсемпе килĕшỹллĕн хуçасăр йытăсене унчченхи евĕр тытма юрамасть. Çак ĕçе Чăваш Республикин маларах асăннă саккунĕпе килĕшỹллĕн ял тата хула округĕсенче чĕрчунсене тытма патшалăх полномочине панă организаци çеç йĕркелет. Йĕркепе килĕшỹллĕн йытăсене тытнă хыççăн вăхăтлăха выльăх-чĕрлĕх приютне вырнаçтармалла. Кунта вĕсене стерилизацилеççĕ, операци хыççăн кирлĕ пек пăхаççĕ, хăрушсăрлатаççĕ. Унтан йытăсене малтанхи вырăна леçеççĕ е хуçана (тупăнсан) тавăрса параççĕ. Хальхи вăхăтра хуçасăр йытăсене тытас тĕлĕшпе килĕшỹ тăвас ĕç пырать. Сăмах май каласан, республикăра хуçасăр йытăсем йышланса кайнине шута илсе Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Улатăрта, Çĕмĕрлере муниципалитетсем хушшинчи приют уçасшăн. Ку ыйтăва çак кунсенче республикăри ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура та сỹтсе явнă.

Районти граждансене çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Хуçалăхра усракан йытăсене кăкаркăчра тытмалла. Ирĕке кăларса ярсан вĕсем иртен-çỹреншĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.



29 января 2021
10:59
2021 год
Поделиться