Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ринас Садаров - Раççей спорт мастерĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова çак кунсенче Шăнкăртамри Ринас Садарова Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнипе саламланă, малашне те кĕрешỹ (корэш) спортĕнче ăнăçусем суннă.

"Çакнашкал çитĕнỹ тăвас ĕмĕт манăн час-часах ăмăртусене тухса çỹренипе, вĕсенче тунă çĕнтерỹсемпе пурнăçланчĕ. Спонсорсем хавхалантарса пыни те пулăшса пычĕ", - тет Ринас.

Р. Садаров кĕрешỹ спорчĕпе 10 çул ытла туслă. Вăл виçĕ хутчен Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, нумай хутчен тĕрлĕ турнир çĕнтерỹçи, пĕрре мар районти "Акатуй-Сабантуй" паттăрĕ пулнă.

Ринасăн пĕрремĕш тренерĕ - Чăваш Республикинчи кĕрешỹ (корэш) спорчĕн федерацийĕн президенчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, хресчен фермер хуçалăх ертỹçи Ферит Чабатов.

А. ИВАНОВА

Авангард



22 января 2021
09:54
Хроника мероприятий
Поделиться