Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Граждансен пухăвĕсем пуçланчĕç

Районти ялсенче граждансен пухăвĕсем пуçланчĕç. Январĕн 20-мĕшĕнче вăл Тутар Сăкăтĕнче, ĕнер Сăкăт ял тăрăхĕнче пулнă. Канмалли кунсенче Пикшик ял тăрăхне кĕрекен ялсенче ирттерме палăртнă. Январь-февраль уйăхĕсенче çакнашкал пухусем районти 56 ялта та иртĕç. Вĕсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пирки отчетсем тăваççĕ, малашлăх плансемпе паллаштараççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: пухусене йĕркеленĕ вăхăтра коронавирус чирĕ малалла сарăласран асăрханмалли мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла.

(Хамăр корр.)

Авангард



22 января 2021
09:53
Хроника
Поделиться