Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлехи рейдпа - килтен-киле

 РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комисси членĕсем тăтăшах тĕрлĕрен профилактика субъекчĕн представителĕсемпе "хура списокра" тăракан çемьесенче пулаççĕ, çул çитмен ачасен пурнăç условийĕпе, хăйсене ирĕклĕ тытма кăмăллакан ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланине сăнасах тăраççĕ. Иртнĕ çул та графикпа килĕшỹллĕн ятарлă рейд бригади 83 хутчен вырăна тухса калаçусем ирттернĕ, йывăр çемьесене тĕпченĕ, пушар хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарнă. Сăмах май каласан, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе йĕркеленĕ пĕрлехи мероприяти вăхăтĕнче тăватă çемьене пушар тухнине систерекен извещательсем лартса панă.

Авангард



19 января 2021
14:58
Поделиться