Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнỹсем

 Раççейри спортпа сывлăх вунăкунлăхĕпе килĕшỹллĕн В. Н. Кочков ячĕллĕ Шупашкартп олимп резервĕсен пиллĕкмĕш спорт шкулĕн базинче ирĕклĕ майпа кĕрешекен çамрăксем хушшинче уçă турнир иртнĕ.

Ăмăртăва тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕн Иван Григорьевăн çуралнă кунне халалланă. Вăл 64 çул тултарнă

Йăлана кĕнĕ турнира Чăваш Ен спортсменĕсем çеç явăçман, Чулхула облаçĕн представителĕсем те килнĕ. 13-14 çулсенчи 70 ытла кĕрешỹçĕ тĕл пулнă. Вĕсем 10 виçе категорийĕпе кĕрешнĕ.

Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Юхма ен чысне хỹтĕлекенсем пурри савăнтарать. 35 килограмлă виçеллисенчен Патăрьелĕнчи Владимир Журавлев иккĕмĕш, Салават Калмыков виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

 44 тата 52 килограмлă виçесенче пирĕн районти Аяз Хисамутдиновпа Антон Цветков иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

А. ИВАНОВА.

Авангард



15 января 2021
15:26
Хроника мероприятий
Поделиться