Ырă йăлана малалла тăсса- «Çулталăк çынни – 2020» конкурс
Йăлана кĕнĕ йĕркепе районти «Авангард» хаçат ĕçри пултарулăхĕпе, обществăри хастарлăхĕпе палăрнă, тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ ĕçченсен конкурсне йĕркелет. Вулакансен сĕнĕвĕрсене шута илсе «Çулталăк çынни – 2020» конкурса хутшăнма çаксене кĕртнĕ:
район администрацийĕн пуçлăхĕн канашçи Иван Дикин;
Первомайскинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ Владимир Матюшкин;
Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ Ильдар Камалетдинов;
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен Алевтина Михайлова;
Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова;
Сăкăтри культура çурчĕн ертỹçи Вероника Кузнецова;
Ишлĕри Василий Тихонов сăвăç-пенсионер;
Патăрьелĕнчи педагогикăпа спорт ветеранĕ Рифкать Сафиуллов;
Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов;
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти вĕрентекен Виктор Антипов;
Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Анатолий Лялькин фермер.
Çакна та палăртса хăварасшăн. Конкурса хутшăнакан тивĕçлĕ çыншăн хăвăрăн шухăшăра 6-14-49, 6-14-46 тата 6-25-28 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
Февралĕн 5-мĕшĕччен хаçат редакцине çырупа çитерме те май пур.
Конкурса «Авангард» хаçат тухма пикенни 90 çул çитнине паллă тăвакан уявччен, февралĕн 8-мĕшĕччен, пĕтĕмлетеççĕ.
Пĕлме :
Иртнĕ çул «Çулталăк çынни» хисеплĕ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн врачĕ Халимулла Хамматов тивĕçрĕ.
Кăçалхипе асăннă конкурс 18-мĕш хут иртет.