Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхăннă клуб вырăнне – илемли

 Паян ытти отрасльпе пĕрлех культура сферине аталантармалли федераци, регион шайĕнчи программăсем те сахал мар. Вĕсем пирĕн районта та ăнăçлă пурнăçланса пыни ялсене хăтлăлатма, халăхăн культура шайне ỹстерме, çынсене кирлĕ пек канма май параççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче культурăпа экономика пĕр тан аталанаççĕ.

Çакна Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев март уйăхĕнче Турхан, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче пулнă чухне те палăртса хăварчĕ. Юлашки çулсенче пирĕн районта çулсеренех çĕнĕ культура çурчĕ хута каять, киввисене çĕнетсе пуянлатаççĕ тата ытти те. Шăп та лăп çулталăк каялла, Çĕнĕ çул умĕн Тутар Сăкăтĕнче те "Культура" наци проектне пурнăçа кĕртсе 60-мĕш çулсенче тунă кивĕ культура çурчĕ вырăнне 150 вырăнлă çĕнĕ клуб çĕкленчĕ. Икĕ хутлă, пысăк та илĕртỹллĕ çурта строительсем тăватă уйăхра туса пĕтерчĕç. Программăпа пурнăçланă контракт сумми - 15000, пин тенкĕ. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ республика бюджетĕнчен кайнă, ял тăрăхĕн хыснинчен 730 пин тенкĕ.

Хаклав

 З. САЛИХОВ, ял старости:

 - Ял илемĕпе мăнаçлăхĕ мĕн ĕлĕкех культура çурчĕ тата шкул шутланнă. Çак енчен эпир, Тутарсăкăтсем, телейлĕ тесех каламалла. 2013 çулта ялта 200 вырăнлă икĕ хутлă хăтлă вăтам шкул çурчĕ хута кайрĕ. 2019 çулхи декабрьте çĕнĕ культура çурчĕн алăкĕсем уçăлчĕç. Паян, паллах, коронавирус чирĕ малалла сарăласран асăрханса клубра пысăк мероприятисем йĕркелеме май çук. Çапах та малашне "культура вучахĕ" ваттине те, çамрăкне те хăй тавра пуçтарасса шанатпăр. Çакна та палăртса хăварасшăн. Ял малашлăхĕ, унăн аталанăвĕ - хамăр алăра. Эпир пурăнакан вырăна никам та килсе тирпейлесе, илем кỹрсе, хăтлăлатса памасть. Çавăнпа та чылай ĕçе уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе пурнăçлани те савăнтарать. Акă, Пăвара пурăнакан ентешĕмĕр Ф. Салихов хастарлăхĕпе кăçал эпир ял масарĕ умĕнче пысăк тирпей турăмăр, карта юписене купаласа çĕнетрĕмĕр, масар çуртне хăпартрăмăр. Çакнашкал меценатсем малашне те тăван яла çĕнетессишĕн тăрăшсан патшалăх сĕнекен ытти программăсене те кăмăлтан хутшăнма пулĕ.

Авангард



25 декабря 2020
09:57
Хроника
Поделиться