Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрремĕш хут пуçтарăннă

Районти территори суйлав комиссийĕн пĕрремĕш организациллĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Игорь Михайлов хутшăннă.

 Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн 2020 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнчи 149Ỹ712-6 №-лĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи Тĕп суйлав комиссийĕн çĕнĕ йышне йĕркеленĕ, 2020 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнчи 149Ỹ713-6 №-лĕ постановленийĕпе Патăрьелĕнчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ пулма Анисия Воробьевана çирĕплетнĕ.

Вăрттăн сасăланă чухне пĕлтерĕшлĕ сасă ирĕкĕпе (с правом решающего голоса) председатель çумĕ пулма Ирина Кляжевана, секретарьне Алина Ильинана суйланă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ТСКн çĕнĕ йышне малашне те хăйсен ĕçĕнче законодательстăна пăхăнса, суйлав тапхăрĕнче мĕн пур субъектпа, вырăнти администрацисемпе лайăх хутшăнура ĕçлеме ырă суннă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



25 декабря 2020
09:44
2020 год
Поделиться