Тавах сире, тухтăрсем!
COVID-19 пандеми вăхăтĕнче Раççейре врачсене тĕрев парас, хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ акци иртет. Пĕтĕм Раççейри "Эпир пĕрле" тата "Тавах тухтăрсене!" пулăшу акцине хутшăнса декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков Патăрьелĕнчи тĕп больницăри ковид центрĕнчи тата инфекци уйрăмĕнчи медицина ĕçченĕсене 150 парне панă. Мероприятие район пуçлăхĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннă.
- Паян тухтăрсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарнипе пĕрлех мораль енчен те тĕрев кирлĕ, - тенĕ Рудольф Селиванов "хĕрлĕ зонăра" вăй хуракансен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртса хăварнă май.
Çынсен сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакансене ыттисем те тимлĕх уйăраççĕ. Патăрьел ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Рестем Хамбиков предприниматель "Тавах тухтăрсене!" акцие хутшăнса ача çуратмалли уйрăмран йĕркеленĕ ковид центрне япала çумалли машина парнеленĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Батыревский" пĕрлешỹ директорĕ Петр Ялуков инфекци уйрăмне душ кĕмелли кабинăпа тата япала çумалли хатĕрпе, "Исток" çĕр ĕç фирмин ертỹçи Александр Илюткин микроволновкăпа тата чей ĕçмелли савăт-сапапа тивĕçтернĕ
. Çакăн пек çăмăл мар тапхăрта пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни тухтăрсене тата ытти медперсонала йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантаратех.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Авангард