Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сехĕрленсе ỹкме ан васкăр

 Раççей сывлăх сыхлав министерствин тĕп инфекционисчĕ, медицина наукисен докторĕ, Владимир Чуланов профессор ăнлантарнă тăрăх коронавирус инфекцийĕнчен килте те сипленме пулать..

COVID-19 пандемийĕ тĕнчипех анлăн сарăлчĕ. Каварлă вирус малтан хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта иртрĕ. Кĕркунне те унтан хăпса пулмарĕ. Енчен те сирĕн ỹт температури пысăк пулсан, типĕ ỹслĕк вăрăма кайсан, апат тутине пĕлмесен врачран пулăшу ыйтмаллах. Хăшĕсене çаксем аптратмаççĕ пулсан та вĕсенче вирус инфекцийĕ пулма пултарать.

Çемьере коронавируспа чирлекен пур пулсан сехĕрленсе ỹкмелле мар. Çывăх çынсене çуртран хăвалани е пĕр çухрăмлă дистанцие тытма ыйтни вырăнсăр. Ансат хỹтĕлев майĕсене пăхăнма тăрăшмалла. Ăна урăх пỹлĕме вырнаçтармалла. Маскăсемпе çỹремелле. Апат çиекен савăт-сапана уйрăм усă курмалла. Унăн ỹт температурине сăнасах тăмалла. 38 градусран чакмасан эмел памалла. Унран пысăкрах темиçе кун тăрать пулсан врачран пулăшу ыйтмалла. Сывлăшĕ пỹлĕнесрен сăнамалла. Енчен те çын пĕр минутра сывлăша сывласа илсе каялла çăмăллăн (22 хутран иртмелле мар) кăларать пулсан, унăн ỹпки тасах. Пăшăрханма кирлех мар. Антибиотиксем ĕçме те васкамалла мар. Вĕсенчен хăшĕсем бактериллĕ инфекцисене пĕтереççĕ, вируслисене мар. COVID-19ра ОРВИпе танлаштарни те вырăнсăр.

Н. ЗАЙЦЕВА, район центрĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри.

Авангард



18 декабря 2020
11:21
Публикации
Поделиться