Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕмĕтленни пурнăçланасса шанар

Кашни çынах Çĕнĕ çула çĕнĕ тĕллевпе кĕтсе илме тăрăшать. Вăл мĕн те пулин лайăххи илсе килессе ĕмĕтленет. Ачасем пушшех те хавас ăна. Кĕçĕнреххисем Хĕл мучи патне çыру çыраççĕ.

Чăваш Республики, вăл шутра пирĕн район та Пĕтĕм Раççейри "Ĕмĕтсен ăлки" акцие хутшăнать. Ыр кăмăллăх акцине район администрацийĕ вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕпе пĕрле ачасен ĕмĕчĕсене пĕлес, вĕсене пурнăçа кĕртме май тупса парас тĕллевпе йĕркелеççĕ. "Ĕмĕтсен ăлкисене" Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕ (район администрацийĕн çуртне хирĕç), "Сказка" ача сачĕ, Хирти Пикшикри вăтам шкул умне вырнаçтарма палăртаççĕ. Турачĕсем çине вара çитĕнекен ăру хăйсен ĕмĕчĕсене çырса çакĕ. Çавăн пекех çак хутсене ачасен ăсталăх çурчĕн ĕçченĕсем патне çитерсен те юрать .

Эппин, шанăç ăлкисем çине хăвăрăн ĕмĕтĕрсене палăртса çырса çакма ан манăр.

А. КАПИТОНОВА

Авангард



18 декабря 2020
11:16
Поделиться