Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Операци çитет те иртет, çул-йĕр правилисене пăхăнмах тивет

 РЕСПУБЛИКĂРА кашни уйăхрах çул-йĕр çинчи инкек-синкекрен асăрханас тĕллевпе тĕрлĕ операци иртет. Декабрь уйăхĕнче те автомашинăпа çула тухакансен, çуран çỹрекенсен йĕркене пăхăнма тивĕ.

Иртнĕ эрнере районти ГИБДД сотрудникĕсем "Пешеход. Пешеходный переход" операцие хутшăнса рейда тухнă. Декабрĕн 18-мĕшĕнче çул-йĕр инспекторĕсем "Автобус" операци вăхăтĕнче пассажирсене, шкул ачисене илсе çỹрекен автобус водителĕсем йĕркене еплерех пăхăннине тĕрĕслĕç. Руль умне ỹсĕр ларакансем çак уйăхăн 25 - 27-мĕшĕсенче пакунлисен аллине тата ытларах çакланма пултараççĕ. Сăмах май каласан, "Нетрезвый водитель" операци тапхăрĕнче кашнийĕнчех çул-йĕр сотрудникĕсем çак сăлтавпа 3-4 протокол çыраççĕ.

 Умра - савăнăçлă та пысăк ĕмĕтпе кĕтекен Çĕнĕ çул. Шкулта вĕренекенсемшĕн хĕллехи каникул пуçланать. Çавна май ачасем кану вăхăтĕнче те çул çинче тимлĕ пулччăр тесе республикăра "Внимание - каникулы!" операци йĕркелеме те палăртнă. Вăл кăçалхи декабрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 2021 çулхи январĕн 11-мĕшĕччен тăсăлать.

АВАНГАРД



15 декабря 2020
16:39
Поделиться