Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Владимир Верликов район чысне хỹтĕлет

ÇАК кунсенче районти централизациленĕ клуб системинче "Чăваш Республикинчи çул çитменнисен чи лайăх воспитателĕ - 2020" конкурсăн районти этапĕ иртнĕ. Унта Певомайскинчи вăтам шкулти музыка учителĕ, Первомайски ял тăрăхĕн депутачĕ, "Çăлкуç" ансамбль ертỹçи Владимир Верликов çĕнтернĕ. Владимир Николаевича халĕ республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăнса район чысне хỹтĕлеме ăнăçу сунатпăр.

Авангард



11 декабря 2020
10:07
Поделиться