Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕл пулура - РФ Геройĕ Евгений Борисов

Раççей çĕршывĕн Геройĕсен кунне палăртнă май районти тĕп библиотекăра "Ăрусене паттăрсемпе хаклаççĕ" ятпа çавра сĕтел йĕркелерĕç. Унта Раççей Федерацийĕн Геройĕ, обществăпа политика тата патшалăх деятелĕ Евгений Борисов та хутшăнчĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, ачасемпе çамрăксен çарпа патриотла "Юнармия" обществăлла юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн штаб начальникĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти ОБЖ преподавателĕ Виктор Антипов, Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, "Морское братство - союз моряков" обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Казенов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, Чечен вăрçинче паттăрла вилнĕ Фирдус Камалетдиновăн пĕр тăванĕ Зуфар Камалетдинов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ май "Стройпа юрăсен смотрĕ. Çĕнтерỹçĕсен маршĕ" Раççейри IХ интернет-конкурсăн çĕнтерỹçисем, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Дмитрий Кожемякин ячĕллĕ çамрăк армеецсен отделенийĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 10-11 класĕсенче вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.

Малтанах Раççей çĕршывĕн Геройĕсен кунне халалланă видеоэкскурси пăхрĕç.

Уяв пĕлтерĕшне палăртнă май Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕ Совет Союзĕн Геройĕсен Анат Туçара çуралса ỹснĕ Павел Ефимович Кузнецов, Ыхра Çырминчи Баки Сибгатуллович Рахимов тата Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕсен Сăкăтри Порфирий Герасимович Кариков, Шăнкăртамри Бедертдин Сатретдинович Тухветуллов, Патăрьелĕнчи Александр Порфирьевич Табаков ячĕсене асра тытнине, вĕсемпе мăнаçланнине каларĕ.

Муниципалитет ертỹçи тĕрлĕ çар ветеранĕсене çарпа патриотла воспитани парас ĕçри хастарлăхшăн, стелăсемпе палăксем хăпартас пуçарулăхшăн тав турĕ. Ĕç тата çар паттăрĕсене асра тытса 2016 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи кану паркĕнче Мухтав аллейи тунă. Унта Совет Союзĕн Геройĕсен, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕсен, çавăн пекех Социализмла Ĕç Геройĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.

"Пирĕн çĕршыв историне, унăн паттăрĕсене пĕлмеллех тата асра тытмалла. Кирек хăçан та Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хатĕр пулмалла",- терĕ Евгений Борисов. Пĕрлех вăл ачасене тăрăшса вĕренме, ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене итлеме, аслисене хисеплеме сĕнчĕ.

Паттăрсене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç, Чечен вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечек хучĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



11 декабря 2020
10:09
2020 год
Поделиться