Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçтеш конкурсра палăрнă

Республикăра çулленех массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче "Чăваш Ен террора хирĕç" конкурс ирттереççĕ. Журналистсем унта терроризмпа экстремизм идеологийĕсене хирĕçлесе çырнă материалĕсене тăратаççĕ. "Авангард" хаçат редакцийĕнче чылай çул вăй хуракан, обществăпа политика пайне ертсе пыракан Альбина Егорова редактор конкурса çулленех хутшăнать. Кашнийĕнчех малти вырăнсене йышăнать. Кăçал та сумлă комисси "Район тата хула МИХĕсен чи лайăх хайлавĕ" номинацире ĕçтешĕн "Ачалăх тупă сассиллĕ ан пултăр" материалĕ виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртнă.

Альбина Николаевнăна пултарулăх каçалăкĕнче ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунатпăр.

О. ПАВЛОВА

Авангард



11 декабря 2020
10:10
Поделиться