Юбилярсем хушшинче пĕр арçын та çук
ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакан тăхăр ĕç ветеранне çак уйăхра сумлă юбилейпе Раççей Президенчĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă открыткисене çитерĕç. Тав сăмахне тивĕçлĕ ватăсем хушшинче пĕр арçын та çук, пурте ача амăшĕсем. 90 çул тултаракан Л. Байдураева Пăлапуç Пашьелĕнчен, З. Убаськина Шăхачран, М. Чебенова Хирти Пикшикрен, У. Перепелкина Анат Туçаран, П. Краснова Тикешрен, Г. Кузнецова Пăлапуç Нурăсран, А. Кушникова Сăкăтран, С. Михайлова Татмăшран. Çĕнĕ çул умĕн 95 çул тултаракан К. Васильева Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнать.
Авангард