Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăрушсăрлăх йĕркине шута илменни хака ларĕ

КОРОНАВИРУС пандемийĕпе çыхăннă хăрушсăрлăх йĕркисене малалла та çирĕп пăхăнмалла. Пассажирсене турттаракан обществăлла транспортпа çула тухакансен те кун пирки манмалла мар, пурин те маска тăхăнмалла. Ку тĕлĕшпе ятарлă мобильлĕ ушкăн "серепине" çаклансан йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем штрафлама пултараççĕ. Паянхи кунччен районĕпе 70 пин тенкĕ штраф панă. Аса илтеретпĕр: йĕрке режимне пăхăнман уйрăм граждансен 1 пинрен пуçласа 3 пин тенкĕ, должноçри çынсен 10 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ. Предпринимательсемпе предприятисен вăл тата пысăкрах. Хальхи вăхăтра районта грипп, ОРВИ чирĕпе аптракансем нумайланнă чухне маскăпа хỹтĕленни вируса сарăлма та памĕ.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх декабрĕн 4-мĕшĕ тĕлне районта çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлма пикеннĕренпе пурĕ 239ăн чирлени палăрнă. Хальхи вăхăтра 11 çын çак чиртен сипленет.

Авангард



08 декабря 2020
14:48
Публикации
Поделиться