Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăха упрар

Коронавируспа чирлекенсен шучĕ кунран-кун ỹссе пырать. Чăваш Енре 16 больницăра асăннă амакран сипленеççĕ. Çак тĕллевпе 3040 койка-вырăн хатĕрленĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх республикăра коронавируспа чирленисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Чирлĕ çынсене сиплеме эмелсем икĕ уйăха çитмелле. 30 больница никĕсĕ çинче коронавируспа йышăнакан тата сипленме пулăшакан центрсем йĕркеленĕ. Килтех сывалакан çынсене тĕрĕслесе тăма мобильлĕ 92 ушкăнсем туса хунă. Çывăх вăхăтра анализ тăвакан лабораторисен шутне те ỹстересшĕн. Чирлĕ çынсене тỹлевсĕр эмелпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен 45 миллион та 800 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа эмелсем туянса хунă.

Тухтăрсем те, сипленекенсем те кунашкал йывăр чире çак таранччен курманнине калаççĕ. Çынсем коронавирус чирĕ мĕнне пĕлменрен çав тери çăмăлттай хăтланаççĕ. Хамăра хамăр сыхлама тăрăшмалла. Гигиена пирки манмалла мар.

 Коронавирус çакланасси хамăртан та нумай килет. Ăшă тумланма, лайăх апатланма тăрăшмалла. Сывлăха упрар. Халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче хỹтĕлев маски тăхăнмалла. Ăна тăтăш улăштармалла. Урамран киле кĕрсен алăпа пите супăньпе çумалла, ятарлă дезинфекци хутăшĕсемпе усă курмалла.

А. ИВАНОВА

Авангард



01 декабря 2020
09:51
Публикации
Поделиться