Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Программа районти хăрушсăрлăхпа çыхăннă

РАЙОНТА "Хăрушлăхсăр хула" аппаратпа программа комплексĕ начар мар аталанса, пурнăçланса пырать. Вăл чăн малтанах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан халăха тăнăç, лăпкă пурнăçпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Çак тĕллевпе районта халăх йышлă пулакан вырăнсенче 19 видеокамера вырнаçтарнă. "Вăрттăн куçсем" чылай чухне район полицийĕн сотрудникĕсене преступлени тăвакансене тупса палăртма та пулăшаççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Хăрушлăхсăр хула" программăна малалла та аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ канашлура çывăх вăхăтра пурнăçламалли задачăсене çивĕчлетнĕ.

Авангард



27 ноября 2020
11:17
Поделиться