Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăнланулăхпа яваплăх чир сарăлассине сирĕ

ХАЛЬХИ вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче короновирус чирĕ вăй илсе пынă пирки калакан цифрăсем кашни çыннах усалтан хỹтĕленмелли пирки тепĕр хут асăрхаттараççĕ. Ку тĕлĕшпе çăмăлттайлăх е теветкеллĕх синкерлĕ вĕçленме пултарни куç умĕнче темелле. Çавăнпа та чăн малтанах çак амакран сыхă пулмалли меслет - обществăлла вырăнта, çынсем йышлă çỹрекен çĕрте, аптекăсенче, парикмахерскисенче, суту-илỹ объекчĕсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче, автобуссенче тата ытти çĕрте те - маска тăхăнмалла. Çỹлтен çирĕплетнĕ режима пăхăнасси йывăр мар, çапах вăл чир малалла та сарăласран питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак йĕркене çынсем мĕнле пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе районта куллен тенĕ пекех мобильлĕ ушкăнсем йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле рейда тухаççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - маска режимне пăхăнманнисене штраф парасси мар, пандеми тапхăрĕнче кашни çын ăнланулăхпа яваплăха туйччăр тени. Пĕрлехи вăйпа çеç хăрушлăха сирме пулĕ.

Авангард



27 ноября 2020
11:19
Публикации
Поделиться