Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Декабрĕн 1-мĕшĕ - умра. Налукпа ан юл парăмра!

КАШНИ çулах декабрĕн 1-мĕшĕччен çынсен пурлăх, транспорт, çĕр налукĕсене тỹлесе татмалла. Çак çирĕп йĕркене пăхăнмасăр парăма кĕрекенсен каярах налук суммипе пĕрлех пение те тỹлеме тивет. Вĕсемпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем, суд приставĕсем малалла ĕçлеççĕ. Анчах кирек мĕнле пулсан та патшалăх налукĕнчен тарса хăтăлма çук. Район администрацийĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи комисси членĕсем кашни уйăхрах çынсем çак ыйтăва кирлĕ пек ăнланса налукпа вăхăтра татăлччăр, хамăрăн бюджет тата ытларах пуянлантăр тесе вырăнти ял тăрăхĕсене тухса ларусем йĕркелеççĕ. Иртнинче вĕсем Шăнкăртамри парăмçăсемпе куçа-куçăн курнăçса пысăк укçа тỹлеттернĕччĕ. Хальхинче Кзыл Чишма поселенийĕнче çак тĕллевпех пулнă, "хура списокри" 29 çынпа курнăçса вĕсене налуксене тỹлеттернĕ.

Авангард



24 ноября 2020
16:37
2020 год
Поделиться