Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

РФ Наци ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пынипе наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

 Канашăн ĕçĕ-хĕлĕпе, наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусене, ăс-хакăлпа кăмăл-сипете çирĕплетес тĕлĕшпе наципе культура, тĕн пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ мероприятисемпе çак ушкăн секретарĕ, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай специалист-эксперчĕ Полина Логунова паллаштарчĕ.

Наци тата конфесси хушшинчи хутшунусен районти оперативлă лару-тăрăвĕ, çавăн пекех интернетри пирки те РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участоксенчи полици уполномоченнăйĕсен тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ Наиль Тепетов тухса калаçрĕ.

Вĕрентỹ сферинче çỹлерех асăннă ыйтусемпе еплерех тимленипе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

 Çавăн пекех Ыхра Çырмипе Кзыл Чишма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Фениль Алиулловпа Раил Камалов нацисем хушшинчи туслăха аталантарас тĕлĕшпе хăйсен ял тăрăхĕсенче йĕркелесе пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.

А. ИВАНОВ

Авангард



13 ноября 2020
13:21
Поделиться