Кĕркуннен тулли кĕрекишĕн тавах сана, çĕр ĕçченĕ!
Ноябрĕн 6-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем пухăнчĕç.
Професси уявне паллă тума тĕплĕн, пĕрлех коронавирусран сыхланмалли йĕркесене тĕпе хурса хатĕрленнĕ. Культура çуртне кĕнĕ çĕрте Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тата Ял хуçалăхĕнче, тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне палăртакан ятарлă "хапха" тунă. Кăшт айккинерех агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансен çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченхи пурнăçне сăн ỹкерчĕксем урлă кăтартакан баннера вырнаçтарнă. Сумлă мероприятие ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова, район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Туçари çветуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Михаил Арланов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх, фермер хуçалăх ертỹçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç. Кашнийĕ кану кунне пĕлмесĕр тар тăкакансене сĕтел çинчи кăпăшка çăкăршăн, сĕт-çушăн, аш-какайшăн ăшшăн тав турĕ.
Кăçалхи çул пандемие пула чылай йывăрлăх кăларса тăратрĕ, апла пулсан та ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем вăхăтра акма-лартма, кĕркунне вара тухăçа пухса кĕртме пултарчĕç. Патăрьелсен кĕреке хушшине тулли кăмăлпа ларма вара кăтартусем те лайăх. Республикăра 34601 гектартан пуçласа 54000 гектар таранччен ял хуçалăх çĕрĕ пур районсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕ кăçал та пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ку пĕр е ик çын вăй хунипе пулмасть, йышпа пĕр тĕллевлĕ тăрăшнăран çитĕнỹсем тунă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле пуçтарса кĕртессипе те Чăваш Енре малтисен шутĕнче. 17843 гектартан 64 пин тонна е 2019 çултинчен 36 процент ытларах тырă пухса илнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 35,5 центнерпа танлашнă. Çакăн пекки районта халиччен пулман!
Кĕркунне пỹлмесем тулли пулччăр тесе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çуркунне агротехнологие пăхăнса ĕçлеме тăрăшрĕç. Тухăç никĕсĕ вăрлăх тесе ахальтен каламаннине шута илсе акнă лаптăкăн 43 процентĕнче пысăк пахалăхлисемпе усă курчĕç. Çавăн пекех юлашки çулсенче хирсенче ытларах та ытларах çĕнĕ техника ĕçленине курма пулать. Çулталăк пуçланнăранпа парк 31 тракторпа, 8 комбайнпа тата кăкарса çỹремелли ытти агрегатсемпе пуянланнă. Туяннă техникăшăн тăкакланин 40 процентне каялла субсидилени те ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене хавхалантарать.
Хирте тыр-пул çитĕнни чуна савăнтарать пулсан витере выльăх тăни хĕпĕртеттерет. Районĕпе 19 пин ытла ĕне-выльăха, вăл шутран 8 пин ытла ĕнене шута илнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен тăватă процент ытларах. Сыснасемпе сурăхсен, качакасен, вĕлле хурчĕсен йышĕ те иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен икĕ процент ытларах хушăннă. Сăмах май, аш-какай тата сĕт-çу туса илессипе те район республикăра малтисен ретĕнче. Паллах, çитĕнỹсем пулччăр тесен выльăх умĕнче пахалăхлă тата тутлăхлă апат кирлĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çакна çулленех шута илеççĕ. Хĕле валли 13,8 пин тонна утă (72 процент ытларах 2019 çултинчен), 28 пин тонна сенаж (28 процент ытларах), 24 пин тонна силос (4 процент ытларах) е пĕр ĕне-выльăх пуçне 34 апат единици (5 процент ытларах) хатĕрленĕ.
Ял çыннисене тăрăшуллăрах ĕçлеме патшалăх паракан пулăшусем те хавхалантараççĕ. Кăçал сăвакан ĕнесемшĕн укçа уйăрни уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене питĕ савăнтарчĕ. Районĕпе субсиди 15 млн тенке яхăн илнĕ.
Патăрьелсем республикăра грантсем илессипе те палăрса тăраççĕ. "Фермер ĕçне пуçăнакан" программăпа - 5, "Çемье фермерĕ" программăпа - 2, "Агростартап" проектпа 6 фермер патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Тăватă кооператива пурлăхпа техника базине пуянлатма пурĕ 121 млн тенкĕ панă.
Ял хуçалăх продукцийĕсем йỹнĕ хакпа сутăнни нумайăшне пăшăрхантарать, çак ыйтăва татас тĕллевпе районта нумай ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăта аш-какая тирпейлекен - 6, сĕте тирпейлекен икĕ кооператив пур. Малашне тата та уçăлаççĕ.
Уявра çулленех ĕçре тăрăшуллисене тĕрлĕ шайри наградăпа чыслаççĕ. "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ята "Батыревский" пĕрлешĕвĕн ветеринари врачĕ Дмитрий Аврелькин, "Чă-ваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ" ята Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн заведующийĕ Халимулла Хамматов тивĕçрĕç.
Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче вăй хуракан Фания Куртлюкова Чăваш Республики Пуçлăхĕн Тавне, Ферид Чабатов фермер, "Батыревский" пĕрлешĕвĕн бухгалтерĕ Валентина Рубцова, "Исток" çĕр ĕç фирмин водителĕ Алексей Абужаров, слесарĕ Владимир Лялькин, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнчи Феридя Салиховăпа Талия Якушева Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсемлĕ пулчĕç. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн директорĕ Петр Ялуков тата Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ Илья Васильев "Раççей Федерацийĕнчи агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен профсоюзне 100 çул" юбилейлă паллăна тивĕçрĕç. Район шайĕнчи Хисеп, Тав хучĕсене илекенсем те сцена çине нумайăн тухрĕç.
Тухса калаçакансем паянхи çитĕнỹсенче агропромышленность ветеранĕсен тỹпи те пысăккине каларĕç, вĕсене çирĕп никĕс туса панăшăн чун-чĕререн тав турĕç.
Мероприятие Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ, купăс-çăсен ансамблĕ, культурăпа кану центрĕн юрă ăстисем, "Пашьел", "Умарина" халăх фольклор ансамблĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсен ташă ансамблĕ тата ыттисем те илем кỹчĕç.
О. ПАВЛОВА
Авангард