Пушарта 74 çулхи арçын вилнĕ
ИРТНĔ шăматкун Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Пăлаçи Атăкра каçхине18 сехет хыççăн пушар тухнă. Инкекре 74 çулхи арçын тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вăл чикарккă туртнă, сигарет пачки те юнашарах выртнă. Хальхи вăхăтра лабораторинче пушарăн сăлтавне пайăрлатаççĕ. Çак каçхинех Козловка-Пăлакассинче те чутах пысăк инкек пулман, кил хуçисем мунчаран сасартăк тĕтĕм йăсăрланнине вăхăтра асăрханăран ăна хыпса илме паман. Пушар машинисем вăхăтра çитни те пăтăрмаха сирме пулăшнă.
Паянхи куна районта 57 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-кăвартан тухнă 45 пушара шута илнĕ.
АВАНГАРД