Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрхи пăр та çурхи пекех ултавлă

ÇАНТАЛĂК улшăннă вăхăтра кỹлĕсемпе ытти шыв таврашĕсенче тимлĕхе пушшех ỹстермелле. Уйрăмах кĕркуннехи-çуркуннехи тапхăрта. Ун чухне пăр сийĕ питĕ çỹхе, ултавлă. Уйрăмах çакă пулă тытакансемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та шыв çывăхĕнче пурин те хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла.

 Тепĕр самант пирки те чарăнса тăрасшăн. Çак кунсенче шкул ачисем кĕркуннехи каникулта пулĕç. Вĕсене те шывпа, вутпа сиксе тухма пултаракан пăтăрмахсем пирки лайăх ăнлантармалла, ачасене килте пĕччен пăрахса хăвармалла мар.

АВАНГАРД



03 ноября 2020
09:52
Хроника
Поделиться