Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача сасси - çемье телейĕ

ÇЕМЬЕРИ ача сасси кирек мĕнле мăшăршăн та телей, савăнăç, малашне хавхаланса пурăнма çунат хушакан вăй. Шăпăрлансем саккăрăн сак тулли пулсан та ытлашши мар. Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем ырă йăлана малалла тăсса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сас паракан кашни ачана сумлă лару-тăрура регистрацилеççĕ, ашшĕ-амăшне саламлаççĕ. Çак кунсенче çеç Шăнкăртамри Маратпа Илсияр Ахметовсемшĕн те çакнашкал кĕтнĕ самант çитнĕ. Çемьене хутшăннă чиперкке район историне те çырăнса юлĕ. Амина 2020 çулта районта çуралнă 250-мĕш пепке, çемьере вара Расул пиччĕшĕшĕн юратнă йăмăк.

АВАНГАРД



03 ноября 2020
09:48
2020 год
Поделиться