Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕн малашлăхĕшĕн сасăларĕç

  Иртсе пыракан çулталăк республика, район историне паллă пулăмсемпе çырăнса юлĕ. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявланипе пĕрлех республика пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтăва та татса патăмăр: Чăваш Ен Пуçлăхне суйларăмăр. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕсен суйлавĕ те иртрĕ. Аса илтеретпĕр, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче списока кĕртнисенчен 86,61 проценчĕ çак яваплă мероприятие хутшăнчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕсен мандачĕсене камсем тивĕçнине "Авангард" хаçат страницисенче паллаштарнăччĕ.

Районта октябрĕн 15-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен "лавне" туртакансене палăртакан конкурссем пуçланчĕç. Унпа килĕшỹллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕсем темиçе кандидатран ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма кам тивĕçлине суйларĕç. Урăхла каласан, вырăнта халăх ыйтăвне хỹтĕлекен, ăна татса пама пултаракан, ял хăтлăхĕпе малашлăхĕшĕн тăрăшакан хастарсене шанчĕç. (Ял поселенийĕсен çĕнĕ пуçлăхĕсемпе те вулакансене хаçатăн иртнĕ номерĕнче паллаштарнăччĕ). Суйлавпа çыхăннă мĕн пур процедурăна вырăнти хăй тытăмлăх органĕ пирки калакан саккунпа килĕшỹллĕн пурнăçласа пыраççĕ.

 Яваплă тапхăр - район администрацийĕн пуçлăхне суйласси те - хыçа юлчĕ. Ĕнер, октябрĕн 29-мĕшĕнче, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем хăйсен ларăвĕнче шăпах çак ыйтăва татса пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма конкурса Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин хăйсен кандидатурине тăратнă. Ларăва хутшăннă 23 депутатран 20-шĕ Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Рудольф Селиванова шаннине пĕлтерчĕ, унăн кандидатуришĕн сасăларĕ. Рудольф Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн çĕнĕ çын мар: 2015-2020 çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн "лавне" туртрĕ, маларах та тĕрлĕ яваплă должноçра тăрăшнă. Сăмах май каласан, Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕр "Авангард" хаçат йĕркеленĕ "Çулталăк çынни - 2012" конкурсра та çĕнтернĕччĕ.

Шухăш

 Анатолий БЫКОВ, районти "Пограничное братство" пĕрлĕхĕн председателĕ, "Çулталăк çынни - 2019" конкурс çĕнтерỹçи:

- Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем - пысăк вăй. Çак ушкăнра район пурнăçне, унăн халăхне, культурине лайăх пĕлекен, ырă улшăну тума, ял çыннине хỹтĕлеме пултаракан çынсем. Халăх шаннă депутатсем Юхмапа Пăла тăрăхне ертсе пыма тивĕçлĕ кандидата суйласа илни чăннипех те яваплă утăм.

 А. ЕГОРОВА

АВАНГАРД



30 октября 2020
13:17
Поделиться