Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ пуçлăхсем ĕçе пуçăнаççĕ

Пирĕн республикăра районсемпе хуласен, çавăн пекех вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлас-палăртас ĕç пырать.

Ĕнер Патăрьел районĕн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕн 2-мĕш ларăвĕ иртнĕ.Ăна Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков ертсе пынă.Унта район администрацийĕн пуçлăхне палăртасси тĕп ыйту пулнă. онкурс пĕтĕмлетĕвĕпе комисси председателĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарнă.Конкурса 3-ĕн хутшăннă, Рудольф Селиванов,Виктор Львов,Петр Перепелкинĕ Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче ытларахăшĕ Рудольф Селиванова райадминистраци пуçлăхне лартассишĕн сасăланă.Унпа контракт тунă, çак килĕшурайонăн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕ ĕçлекен тапхăрта вăйра тăрĕ.

Красноармейски районĕн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕн ĕнер иртнĕ ларăвĕнче те райадминистраци пуçлăхне палăртас ыйтăва пăхса тухнă. алăх суйланă çынсем уçă сасăлавра пĕр саслăн пулса Александр Кузнецовăн кандидатурине ырланă.«Александр Николаевича кăçалхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа Красноармейски районĕн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕн полномочийĕсем вĕçлениччен райадминистраци пуçлăхне контрактпа лартнă»,- тенĕ районăн официаллă сайтĕнче.

Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне район депутачĕсен Пухăвĕ Владимир Денисова çирĕплетнĕ. Сăмах май,Владимир Васильевича иртнинче ку должноçра 2015 çулхи юпа уйăхĕнче лартнăччĕ.

Улатăр райадминистраци пуçлăхĕн должноçне йышăнасси пирки юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче конкурс пĕлтернĕ .Комиссие 2 заявка тăратнă, Нина Шпилевая тата Андрей Сазанов.Конкурс кăтартăвĕсемпе комисси председателĕ - ЧР ĕçлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева паллаштарнă. омисси тăратнă документсене тишкернĕ, кандидатсемпе уйрăммăн калаçнă хыççăн тата рейтинг сасăлавĕпе Нина Шпилевая мала тухнă,вăлах конкурсра çĕнтернĕ.Кандидатурăсене депутатсен Пухăвĕнче пăхса тухма тăратнă.Депутатсем ĕнер Нина Шпилевая кандидатурине ырланă.

Паян Элĕксем, Çĕмĕрлесем райадминистраци пуçлăхĕсен ят-хушаматне пĕлĕç.Чук уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулин сити-менеджерĕн пуканне кам йышăнасси паллă пулĕ. Çав кунах Канаш, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи депутатсен Пухăвĕсен ларăвĕсем иртĕç, вĕсенче те райадминистраци пуçлăхĕсене суйлĕç. 5-мĕшĕнче - Пăрачкав тата Йĕпреç районĕсенче, Канаш хулинче пурăнакансем, 6-мĕшĕнче – Тăвайсем. 7-мĕшĕнче Муркашсем çĕнĕ пуçлăхсене саламлама пултарĕç. Палăртса хăвармалла, муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхне вырăнти депутатсен Пухăвĕ ятарлă комисси конкурс кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă кандидатсенчен суйлать. Паллă ĕнтĕ, депутатсене халăх суйлать, вĕсем çынсен интересĕсене хутĕлеççĕ. Район /хула/ пуçлăхне депутатсем хăйсен йышĕнчен палăртаççĕ. Район /хула/ администрацийĕн пуçлăхĕ пулас текенсен вара малтан конкурс витĕр тухмалла. Унтан вĕсенчен хăшĕ çак должноçа йышăнассине депутатсем сасăласа татса параççĕ. Эппин, ертуçĕ должноçĕсене хăш кандидат йышăнассине татса панă чухне халăх шухăшĕ те палăрать.

Кăшт маларахри йышăнусем пирки калас тăк, авăн уйăхĕн вĕçĕнчен вара Куславкка райадминистраци пуçлăхĕнче Фирдавиль Искандаров ĕçлет, Сĕнтĕрвăрринче - Владимир Мустаев, Вăрнар райадминистрацине юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа Андрей Тихонов ертсе пырать.

Ирина НИКОЛАЕВА

 

Хыпар



30 октября 2020
12:30
Поделиться