Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх дружинникĕ район чысне хỹтĕлĕ

РАЙОНТА обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступлени тăвассине чакарас ĕçе халăх дружинникĕсем те витĕм кỹреççĕ. Çак кунсенче вĕсем хушшинче конкурс иртнĕ. Тупăшура тĕпрен илсен халăх дружинин ĕçĕнче право ыйтăвĕсене мĕнле пĕлнине, физкультурăпа çывăх пулнине, инкеке çакланнă çынсене пĕрремĕш пулăшу пама пултарнине шута илнĕ. Урăхла каласан, вĕсен те полици сотрудникĕсем пекех кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса каймалла мар. Конкурсра районти "Халăх дружини" обществăн командирĕ Андрей Владимиров çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илнĕ. Çывăх вăхăтра унăн Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне республикăра хỹтĕлеме тивĕ.

АВАНГАРД



30 октября 2020
13:14
Поделиться