Ырă тěслěх куç умěнче

Мěн астăвассах, Патăрьел районěнчи Алманчă ялěнчи Советски урамěнче пурăнакан Никитин А.Н. тата Стихов Б.Ф. хуçалăхěсен пахчисем вěçěнче çерем хушшипе çăлкуç тапса выртатчě. Çуркуннесерен хур-кăвакалсене çерем çине кăларсан сыхлаканнисем шыв унтан илсе тăнă. Анчах çулсем иртнě май çăл таврашěнчен чулěсене пуçтарнипе, юшкăнпа тулса çăл çулě çухалать.
4 çул каялла Людмилăпа Вениамин Сымкинсем çине тăрсах çăл вырăнне чавса тасатнă, хăтлăх кÿрес тесе çěмěрт йывăçěпе хăмла çырли тěммисем лартнă, сурăх-качака кăшласран йывăçсене çыхса хăварнă пулнă. Апла пулин те, сăнасах тăманнипе выльăх таптаса пěтерсе çăл каллех хупланнă иккен.
Çак кунсенче 5-мěш округ депутачě В. Павловпа Г. Сымкин тăрăшнипе урамри хастарсем пěрле пухăнса çăл вырăнне юшкăнран тасатрěç, çăла тарăнлатса пусă пури ярса хăварчěç.
Сăмах май çакна та каласа хăвармалла: Павлов В.Г. хăй хавалěпе округěнчи юпасем çине лампочка çактарчě, çутă юписене шурă сăрăпа сăрлаттарчě.
В. Павлов тěслěхěпе усă курса ялти çичě округ депутачě кашниех ырă ěç туса тăрсан ял таврашě тата та хăтлăрах та тирпейлěрех пулнă пулěччě.