Палăк уçнă
Турхан ялĕнче тĕнчипе паллă Алексей Кокель художникăн палăкне уçнă. Çакнашкал шухăша сĕнекенĕ Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Пантелеймонович Кураков пулнă. Алексей Кокель - академи пĕлĕвĕ илнĕ чи малтанхи чăваш художникĕ. Вăл çуралнăранпа кăçалхи мартăн 13-мĕшĕнче 140 çул çитрĕ.
А. ИВАНОВА