Строительство объекчĕсемпе паллашнă
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çумне кăçалхи июнь уйăхĕнче 120 вырăнлăх здание "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тума пуçланă. Объекта валли федераци, республика тата район хыснисенчен 108 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Виçĕ хутлă çурта 2021 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута ямалла. Строительство ĕçĕсем еплерех пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов паллашнă. Çавăн пекех вăл Шăхачри Ярослав урамĕнчи пуçарулăх бюджечĕпе пурнăçлакан çула та çитсе курнă. ДПМК "Батыревская" пĕрлешỹ ĕçлекен объектăн хакĕ - 487,5 пин тенкĕ. Çула вак чул сарнă, халĕ катокламалли юлнă.
2020 çулта пуçарулăх бюджечĕпе икĕ тапхăрпа 17 проекта реализацилеме 18,539 млн тенкĕлĕх контракт хатĕрленĕ, унтан çулсене юсама тата тирпейлеме 11 млн тенке яхăн каять. Виççĕмĕш тапхăрпа кăçалах 7 млн тенкĕ ытлалăх 8 проекта ĕçе кĕртмелле, вăл шутран çул-йĕр сферинче - 5,64 млн тенкĕлĕх.
Равиль Ямалетдинов строительсене графикпа килĕшỹллĕн тата ĕçе пахалăхлă пурнăçлама чĕнсе каланă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
АВАНГАРД