Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ пысăк

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов "Молочные зори" тата "Батыръ" кооперативсенче пулнă, кăçал вĕсем пĕчĕк харпăрлăхлă хуçалăхсене патшалăх панă пулăшупа инвестицилекен проектсене еплерех пурнăçланипе паллашнă.

 "Молочные зори" тата "Батыръ" кооперативсенче хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Пĕрремĕшĕнче талăкра 100 тонна сĕт тирпейлекен завод тăваççĕ, ăна 2021 çулăн иккĕмĕш кварталĕнче ĕçе кĕртме планланă. Тепринче выльăх пусмалли тата аш-какая тирпейлекен цеха хута ярассипе тимлеççĕ.

Хальхи вăхăтра районта "ЭкоПродукт" кооператив талăкра 25 тонна сĕте тирпейлет, анчах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн вăл çителĕксĕр. Çĕнĕ объект уçăлсан паха шĕвеке вырнаçтарас ыйту татăлмалла. Çавăн пекех ĕç вырăнĕсем те хушăнаççĕ.

Районти 17 кооперативран çиччĕшĕ пурлăхпа техника базине пуянлатма, объект производствине тума тата реконструкцилеме патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

(Хамăр корр.).

АВАНГАРД



20 октября 2020
09:54
Поделиться