Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Хĕрỹ лини" апатланупа çыхăннă ыйтусене йышăнма хатĕр

ШКУЛСЕНЧЕ ачасене вĕри апат çитернĕ чухне саккуна мĕнле пăхăннипе кăмăлсăр е ыйту сиксе тухсан çăхав çырма васкамалла мар. Ку тĕлĕшпе ыйтăва татса пама Патăрьел прокуратуринче "хĕрỹ лини" телефонĕ ĕçлет. Енчен те районти вĕренỹ учрежденийĕсенче апатланупа е сăлтавсăрах (необоснованный сбор) укçа пуçтарассипе çыхăннă тĕслĕхсем пулсан 6-12-16 е 6-17-51 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр. Ун пек чухне ята калани те пĕлтерĕшлĕ мар. Прокуратурăна çитнĕ информаципе сотрудниксем çийĕнчех тĕрĕслев ирттерĕç, кирлĕ йышăну тăвĕç.

АВАНГАРД



20 октября 2020
09:51
Хроника
Поделиться