Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алина Антоновăпа Андрей Кольцов - çĕнтерỹçĕсем

ЧĂВАШ автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе "Агроинноваци" предприяти çамрăксем хушшинче вĕсене ял территорийĕнчи проблемăсене татса пама явăçтарас, талантлă çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе ""AgroStartAp102" конкурс йĕркеленĕ. Асăннă конкурса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен икĕ çамрăк хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Районти ачасемпе çамрăксен ỹнер шкулĕн директорĕ Алина Антонова "Культура" номинацире "Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ" проектпа конкурсра палăрнă. Сăмах май каласан, Алина Владимировна районти общество пурнăçĕнче те хастар. Вăл районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. Турханти Андрей Кольцов вара "Экологи" номинацире çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ.

АВАНГАРД



20 октября 2020
09:49
2020 год
Поделиться