Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕ: сывлăх — чи хаклă пурлăх

  Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче тăван литературăн  урокĕ  «И мĕн пуян, тăванăм?» ятпа иртрĕ. «И мĕн пуян...» ят панă пирĕн ентешĕмĕр Митта Ваçлейĕ хăйĕн пĕр сăввине. Хуравне те унтах тупатпăр: «Сывлăх пуян. Сывлăх çул памасăр ăçта каян?»

       Сывлăх темине хускатнă  хайлавсем чылай. Хальхинче  Светлана Никитина вĕрентекен Митта сăввине тишкернĕ май  урокра ачасемпе тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕ. Урок сăвва илемлĕ вуланинчен пуçланчĕ. Малалла хайлаври йĕркесене мĕнле ăнланнине çирĕплетме вĕренекенсем хăйсен шухăшĕсене уçса пама тăрăшрĕç. «Сывлăх пулмасан шкула та çурейместĕн, апат та анмасть, юлташсемпе вăйă та выляс килмест, вĕренес туртăм та çук, кашни утăм сывлăхпа çыхăннă», - пĕлтерет Снежана Кудимова. «Сывлăхлă пулас тесен ăна упрама пĕлмелле. Ирсерен зарядка туни питĕ усăллă, апата та пĕлсе çимелле»,- калаçăва тăсать Никифор Васильев.  Артём Тихонов вара сиенлĕ йăласемпе туслашмалла маррине тепĕр хут аса илтерчĕ. Андрей Агашев, Людмила Пудовкина каланă ырă шухăшсемпе те килĕшрĕç ачасем: ытларах пахча, сад  çимĕçĕпе туслашмалла, хаваслă кăмăлпа çÿремелле.

      Мĕн калаçнине пĕтĕмлетсе «Сывлăх» темăпа пилĕк йĕркеллĕ рифмăсăр сăвă - синквейн çырчĕç. Пурте класс умĕнче вуласа пачĕç. Чи ăнăçлă синквейн çыракансем вара Валя Соколова, Зот Степанов пулчĕç. Кану саманчĕ хыççăн сывлăх темипе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Митта сăвви çапла вĕçленет:

«Сывă пулар, тăванăм, туслă пулар,

 халăх ирĕкĕнчен ан тухар».

Чăнах та, сывлăха упрасси кашни çыннăн пĕрремĕш тивĕçĕ.  Чунпа та , ÿтпе те сывă çын туслăха хаклама та пĕлет, халăхшăн, çĕр-шывшăн усăлла ĕç тума та ытларах пултарать. Сывлăх пуç пулса тăрать. Урока пĕтĕмлетсе ачасем икĕ ушкăна пайланса  «Мĕн вăл сывлăх?» хĕвел кластер турĕç.

Чăнах та , ачасем çырнă пекех, сывлăх вăл - телей, савăнăç, пурнăç, ылтăн… Вĕсенчен вара сывă ăру çитĕнессе шанас килет.



14 октября 2020
08:42
Хроника
Поделиться