Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăвари кайăк-кĕшĕк грипĕ пирĕн районпа çыхăнман

ИРТНĔ эрнере, октябрĕн 8-мĕшĕнче, Тутар Республикинчи Пăва районĕнче кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртнă. Асăннă республикăри ветеринари служби шучĕпе вăл пирĕн районта туяннă кăвакалтан сарăлса кайнă-мĕн. Кун пирки çакна пайăрлатса калатпăр. Ветеринари службин ĕçченĕсем çийĕнчех Тутар Сăкăтĕнче кăвакалсем усракан хушма хуçалăха килсе тĕрĕсленĕ, специалистсем усал чирпе çыхăннă нимĕнле паллă та курман, тупман, кайăксем вилмен. Çакăн пирки Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертỹçи Константин Викторов Правительство çуртĕнче иртекен планеркăра та эпидеми лару-тăрăвĕ йĕркеллех пулни пирки пĕлтернĕ.

АВАНГАРД



13 октября 2020
10:05
2020 год
Поделиться