Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ объектсем пулĕç халăх юратнă вырăнсем

Октябрĕн 9-мĕшĕнче çĕнĕ икĕ объект - Сăкăтра хăтлă сквер тата Патăрьелĕнче спорт площадки - хута кайрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи муниципалитетсенче çынсем пурăнакан вырăнсенче хăтлăха ỹстермелли хушма йышăнусем пирки" хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал Шăнкăртам тата Сăкăт ял тăрăхĕсенче обществăлла территорине хăтлăх кĕртессишĕн 7,7 млн тенкĕ тăкакланă, унтан 7,6 млн тенки федераци бюджетĕнчен, ытти республика тата вырăнти хыснаран пулнă. Сăкăтра Советсен урамĕнчи сквера çĕнетнĕ: плиткăсенчен тротуар сарнă, карта тытнă, çула асфальт витнĕ тата ытти те.

Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи спорт лаптăкне хута ярассишĕн И. Рубцова предприниматель тăрăшнă. Виçĕ уйăхра 2,5 млн тенкĕлĕх ĕç тунă: резина сийлĕ спорт площадки тунă, трибунăсем, футболла выляма пĕчĕк хапхасем, баскетбол щичĕсене вырнаçтарнă, тротуара юсанă, йывăç-тĕм лартнă.

(Хамăр корр.)

АВАНГАРД