Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ ят панă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2020  çулхи октябрĕн 9 -мĕшĕнче кăларнă  269-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн ветеринари облаçĕнче тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата çак сферăра нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Кзыл-Чишмари ветеринари участокĕн заведующине Халимулла Нуруллович Хамматова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ят панă.

Аса илтеретпĕр, Халимулла Нуруллович «Авангард»  хаçат йĕркеленĕ «Çулталăк çынни – 2019» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.

 

АВАНГАРД



13 октября 2020
09:43
Поделиться