Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Олимпиада учитель ĕçне хак парать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарта пултаруллă ачасен "Эткер" центрĕнче иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн призерĕсене хатĕр-ленĕ педагогсемпе тĕл пулнă.

Çитĕнекен ăрăва олимпиадăсене хутшăнма витĕм кỹнĕ вĕрентекенсене регион Пуçлăхĕ ырланă, ырă тĕслĕхĕ ыттисемшĕн паха пулнине палăртнă. Паянхи пурнăç таппинче вĕрентекенсен умне тата та пысăкрах тĕллевсем лартнă. Вĕсен ачасене тĕрĕс воспитани парса пымалла, тавра курăмне ỹстерме пулăшмалла, ăс-хакăл тĕнчине те пуянлатма витĕм кỹмеллине каланă регион Пуçлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Палăртма кăмăллă: тĕл пулăва Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти физкультурăпа ОБЖ предмечĕсене вĕрентекен Владимир Матюшкин та хутшăннă. Владимир Васильевич хатĕрленĕ ачасем Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче пĕрре мар мала тухнă. Педагог хăй те конкурссене явăçма ỹркенмест. Ку хутĕнче Раççей шайĕнчи "Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн" гранта тивĕçрĕ.

Тĕл пулура Пĕтĕм Раççей шайĕнче пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă ачасен вĕрентекенĕсене укçан пулăшу парса хавхалантарасси çинчен ĕнентерекен свидетельствăсем парса чысланă. Политика Реализаци послания главы ЧР Халăха йышăнаççĕ

АВАНГАРД



09 октября 2020
11:41
Хроника
Поделиться