Нăрваш Шăхаль пики виçĕ медале тивĕçнĕ
В.СОКОЛОВ ячĕллĕ Шупашкарти спорт шкулĕн вĕренекенĕ, тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, Нăрваш Шăхалĕн- че çуралса ỹснĕ Наталия Шайманова йывăр атлетика енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртура пысăк çитĕнỹ тунă: 64 килограмлă пикесем хушшинче икĕ ылтăн тата пăхăр медале тивĕçнĕ. Ентешĕмĕре пысăк çĕнтерỹ тунă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те спорт каçалăкĕнче ăнăçу сунатпăр.
АВАНГАРД