Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем паллӑ
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2020 ҫулшӑн кама преми парассине палӑртнӑ.
Фонд ертӳҫи, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш халӑх сайтне пӗлтернӗ тӑрӑх, сумлӑ премие «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнчи телекӑларӑмсен ертӳҫи, сценарисен авторӗ, режиссер пулса нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлесе халӑха паха телефильмсемпе передачӑсем парнелекен, Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хуракан Марина Карягина тата «Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе Чӑваш Республикинчи ытти обществӑлла пӗрлӗхсене нумай ҫул ҫине тӑрса пулӑшнӑшӑн, Чӑваш Енри литературӑпа культурӑна аталантарма пулӑшакан ыркӑмӑлӑх юхӑмне меценат пулса хастар хутшӑннӑшӑн» Анатолий Шагаров нотариус тивӗҫнӗ.
Марина Карягина – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер енӗпе паракан ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер патшалӑх премийӗн лауреачӗ.
Анатолий Шагаров 1964 ҫулта Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхальте ҫуралнӑ. Афганистанра салтак-интернационалист тивӗҫне пурнӑҫланӑ, унти хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче йывӑр аманнӑ. Паттӑрлӑхӗпе хӑюллӑхӗшӗн ӑна «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденпа, СССР патшалӑх чиккине хӳтӗленӗшӗн медальпе, 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ «Погранҫарсен отличникӗ» паллӑсемпе, ытти нумай наградӑпа чысланӑ. Куйбышеври (халь Самара) патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1989 ҫултанпа Шупашкар хулин нотариусӗ пулса ӗҫлет.
Первоисточник: https://chuvash.org/news/26542.html